Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çатракасси шкулĕнче çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ

17 апреля 2024

Чăваш чĕлхи уйăхне халалласа нумаях пулмасть Муркаш округĕнчи Çатракасси шкулĕнче Ольга Васильева (Федорова) çыравçă ачасемпе тĕл пулчĕ.

Уява Виталий Прокопьев шкул директор уçрĕ. «Паянхи хăнана, Ольга Васильева чăваш çыравçине, эпир пирĕн ентеш теме пултаратпăр, мĕншĕн тесен унăн амăшĕ çак тăрăхран, Очăкасси ялĕнчен. Вăтам классенче Çатракасси шкулĕнче вĕреннĕ», ‒ терĕ вăл.
Виталий Александрович кĕнекепе паллаштарнă май хуплашкари ÿкерчĕк (ÿнерçи ‒ Екатерина Васильева) питĕ илемлĕ те ăшă пулнине палăртрĕ. Йыттăн куçĕсем ырă терĕ. Мĕншĕн вăл килсĕр пулнине пĕлес тесе калава хавхалансах вуласа тухнă. Кашни хайлавĕ тĕрлĕрен, вĕсем ырра вĕрентеççĕ тесе палăртрĕ.
Çак тĕлпулăва йĕркелес ĕçре Леонид Петрович Морозов таврапĕлÿçĕн тÿпи пысăк. «Эпĕ телевизорпа пĕр кăларăмра Ольга Васильевăн «Килсĕр йытă» кĕнекине куртăм та ăна ачасемпе тата авторĕпе пĕрле пăхса тухсан питĕ аван пулать тесе шутларăм. Çавăнпа ăна хамăр шкула чĕнес килчĕ. Виталий Александрович каларĕ ĕнтĕ, вăл пирĕн енчи йăх хĕрачи, унăн амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çакăнта, Очăкассинче пурăннă», ‒ тăсрĕ вăл калаçăва.
Кĕнекене пĕр повеçпе халапсем тата калавсем кĕнĕ. Çыравçă хăй çинчен каласа панă хыççăн кĕскен хайлавсем епле çуралнин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. «Кунта çакна палăртса хăвармалла: пурне те вĕсене чăн пурнăçран илнĕ. "Кукаçи калавĕ" Канаш районĕнчи Мăкăр кĕперĕпе çыхăннă пулсан, "Пÿрт уççийĕнче" вара Муркаш районĕнчи Очăкассинче пурăннă пĕр хĕрарăм шăпине тĕпе хунă. Ун пирки мана анне темиçе хут та каласа панă. Кукамайпа тата кукаçипе юнашар пурăннă вăл, упăшки колхоз председателĕ пулнă, ăна Ваçлей Егорович тесе чĕннĕ. Вăрçă пуçлансанах мăшăрĕ тăшманпа çапăçма тухса кайнă, пĕртен-пĕр ывăлĕ ‒ кăшт каярах. Упăшки вăрçăра пуç хунине пĕлнĕ те йышăннă-ха хĕрарăм, ывăлне вара ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ: Германире нимĕç хĕрĕпе пурăнать пуль, хĕрĕ ямасть пуль тесе чунне йăпатнă. Кукамайпа кукаçи ăна пулăшса-пăхса тăнă. «Ман ывăл вырăнне пултăр эсир», ‒ тесе тав тунă кÿршĕсене Шупуçĕнчен качча килнĕ хĕрарăм. Вăл ырă чунлă пулнă, ачасене питĕ юратнă. Мăнкунра вĕсене хăй патне чĕнсе кĕртсе хĕретнĕ çăмартапа, кукăльпе яланах хăналанă.
Ывăлне кĕтекен кÿршĕ карчăкĕ вилес умĕн пÿрт уççине ман кукамая парса хăварнă (кукаçи ун чухне пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă пулнă). Паллах, ывăлĕ килеймен. Вăрçăра Мускав патĕнчи çапăçура пуçне хунă вăл тесе каланă килтисене кукаçи. Кайран, чылай çул иртсен, кукамай вăл уççине ял советне кайса панă», ‒ каласа пачĕ «Пÿрт уççийĕ» калав çинчен Ольга Леонидовна.
Ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ, сăнарсен прототипĕсем те пурнăçран уйрăлни чылай, çапах та ялти ватăсем çакна астăваççĕ. Очăкассинче çуралса ÿснĕ Леонид Петрович та калавпа паллашсан унти ĕç-пуç хăйĕн ялĕнче пулса иртнине туйса илнĕ. Тĕлпулу хыççăн вăл хăнана килнĕ çыравçа çав кинемей пурăннă вырăна та илсе кайса кăтартрĕ. Халĕ унта çурт тавраш çук, пушă вăл. Анчах сăмахĕ халап шайĕнче пурăнать.
«Тĕрĕссипе, çакăн çинчен çырам-ха тесе шутламан эпĕ. Пĕрре, Андрей Платоновăн "Разноцветная бабочка" хайлавĕпе паллашнă чухне, амăшĕ ывăлне кĕтни çинчен калакан йĕркесем чуна тыткăнларĕç. Эпĕ вĕсене çырса илтĕм, кайран эпиграф валли усă куртăм. Çапла 2019 çулта «Пÿрт уççийĕ» калав çуралчĕ», ‒ пĕлтерчĕ Ольга Васильева.
Çатракасси шкулĕнчи ачасем вара уяв тĕлне парне хатĕрленĕ ‒ çак хайлав тăрăх сценка кăтартрĕç. Тĕлĕнмелле илемлĕ, чуна тыткăнламалла пулчĕ вăл.

 


Галерея

awdleVVrdTM aXjsjgSz98Y BuPBQJUvyNs J3sjuOmjoBk sCGbOiH3rPo W3rseZeQHxQ w9q11AP3NWw 1pdnSmfz-8M 2ZpiyyaYyO4 --9Jy9gltUo