Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ачасем Лариса Петрова сӑвӑҫпа тӗл пулчӗҫ

18 апреля 2024

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Шупашкарти А. Николаев ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова сӑвӑҫпа тӗлпулу иртрӗ.

Лариса Петрова – ЧР Профессионал писательсен союзӗн членӗ, «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» кӗнеке авторӗ, «Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин редакторӗ.
Ҫывхарса килекен Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулӑва Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулти 5 «А» класс вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене Лариса Петрова ҫинчен кӗскен каларӗ, малалла поэта хӑйне сӑмах пачӗ.
Лариса Николаевна сӑвӑ ҫырма мӗнле тытӑннине, малтанхи хайлавӗсем «Тантӑш» хаҫатра пичетленнине, пӗрремӗш кӗнекине мӗнле хатӗрленине вӗсем кӑсӑкланса итлерӗҫ. Хӑйсем те тӗрлӗ ыйту пачӗҫ, Лариса Николаевна вӗсене тӗплӗн хуравларӗ.
Ҫавӑн пекех Лариса Петрова куҫару ӗҫӗпе те аппаланни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вырӑсла тата чӑвашла сӑвӑсене танлаштарса вуласа пачӗ. «Куратӑр-и, ачасем, чӑвашла вуланӑ чухне чӗлхе мӗн тери ҫепӗҫ илтӗнет, вырӑсла вара – хытӑрах. Мӗн тери илемлӗ чӑваш чӗлхи», – терӗ 5-мӗш классен вӗрентекенӗ.
Тӗлпулу кӑсӑклӑ иртрӗ. Ҫакнашкал мероприятисем ӳсекен ӑрушӑн усӑллӑ пулни иккӗленӳсӗр.


Галерея

oVOsukzWI9E hBfR9mnZScw 8eSKhRPtJaE wmfv2yhFCkA wfg3PEGJ530