Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Владислав Николаевăн «Маттурсем-хастарсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

23 апреля 2024

Чăваш литературин аталанăвĕпе тата ÿсĕмĕсемпе кăсăкланакансем Владислав Николаев ятне илтнех-тĕр. Паянхи кун вăл – тухăçлă ĕçлекен авторсенчен пĕри. Чи-чи хастарри тесен те йăнăш мар: пултарулăхне поэзипе прозăра та, драматургире те туптать. Çитĕннисем валли те, ачасем валли те хайлать. Унăн пьесисене чăваш театрĕсем лартаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн çулсеренех ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕ иртет. Çак ăмăртура Владислав Дмитриевич тăтăшах çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Хальччен пилĕк алçырупа мала тухнă: «Дипломлă Тиха» (2016), «Манăн атте – çулçă» (2019), «Кăшăлвирус» (2020), «Сăр хĕрринче Çĕнтерĕве туптанă» (2021), «Маттурсем-хастарсем» (2023).
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах «Маттурсем-хастарсем» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Ирина Андреева. Повесть пĕчĕк хулари пĕр шкулта улттăмĕш класра вĕренекен тĕлĕнмелле маттур та хастар ачасемпе паллаштарать. Вĕсем спортпа та туслă, хаçата статьясем те шăрçалаççĕ, олимпиадăна та хутшăнаççĕ, хула администрацийĕн пуçлăхне сĕнÿсем пама та хăрамаççĕ. Малашлăх пирки шухăшлани ачасене хăюллă утăмсем тума хистет. Тăрăшнин усси пурах-мĕн – тăван тăрăх хитреленсе те тасалса пырать. Улттăмĕшсен ырă витĕмĕ пур çĕрте те сисĕнет.
Хайлава автор пĕрремĕш сăпатран йĕркеленĕ. Каласа параканĕ – 6 «А» класра ăс пухакан Николай Сареев. Çавăнпа мĕнпур ĕç-пуç çинчен вулакан ун шухăш-кăмăлĕ урлă пĕлет. Арçын ача пĕртте кичемленсе лармасть, ялан тем пирки пуç ватать. Пĕрре хут перекетлемелли мелсем шухăшласа тупасшăн, тепре тантăшĕсене тăрăхламалли ятсемпе усă курма пăрахтарасшăн. Ун пуçарăвĕсем мĕнпе вĕçленни тата ытти пăтăрмах çинчен кĕнекере тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Владислав Николаев-Маттурсем-хастарсем Владислав Николаев